Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Эптӗлменӗн килӗнче (Шавлама)

Эптӗлменӗн килӗнче те килӗнче
Ай, йытӑсем улаҫҫӗ те улаҫҫӗ,

Ай, йытсем мар, йытсем мар та
Арӑмӗсем йӗреҫҫӗ, йӗреҫҫӗ.

Эптӗлменӗн вунҫич арӑм, вунҫич арӑм,
Вунҫиччӗш те хӗвел пек, хӗвел пек.

Эптӗлменӗн ҫирӗм ҫич йытӑ, ҫирӗм ҫич йытӑ,
Ҫирӗм ҫиччӗш те кашкӑр пек, кашкӑр пек...

Ҫирӗм ҫич йытти пурӑнаҫ пурӑнаҫ — улпутла.
Вунҫич арӑмӗ пурӑнаҫ пуранаҫ — хӑрхӑмла.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шавламан ытти сӑввисене пӑхма пултаратӑр


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-12-18 22:35:21 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2815 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем